Юнкун иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче çак шухăш аван çирĕпленчĕ. Ун йĕркипе Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн социаллă проекчĕсен малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç тата малашнехи пурнăçланăвне палăртрĕç. Информушкăн йышĕнче - округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Егоров, СВО участникĕ, «Время СВО-их» программăна хутшăнакан Алексей Башмаков.
Олег Николаев пуçарнă проектсем чăнахах та республика пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕç. Вĕсем тĕрлĕ сферăна пĕрлештерчĕç.
Вулакансем çуллахи вăхăтра асăрхарĕçех ĕнтĕ, округра иртекен культура, спорт, кану мероприятийĕсенче кашнинчех «Яркое лето Чувашии» тесе çырнă баннерсем тыткăнларĕç. Республикăра, ак, ун майĕпе 2652 мероприяти йĕркеленĕ.
Вăрнар муниципаллă округĕнче те Олег Николаевăн проекчĕ анлă иртрĕ. Планпа палăртнă 29 мероприятие 7671 çын хутшăннă, интернет-ресурссенче вĕсене 18 пин ытла çын пăхма пултарнă. «Яркое лето Чувашии» проект йĕркипе пирĕн тăрăхра конкурссем, концертсем, информаци сехечĕсем, мастер-классем, ял кунĕсем, спорт вăййисем тата ытти те иртнĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен проект çĕнĕ форматпа - «Ярко в Чувашии» ятпа иртет. ЯРКОЕЛЕТО.ЧУВАШИЯ.РФ порталта мĕнпур мероприятин афиши пур.
«Шаг к здоровью» проектăн тĕллевĕсем пĕлтерĕшлĕ. Çакна сывлăх пункчĕсене çитсе хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернисем аван туйрĕç. Республикипе вĕсем пĕтĕмпе 532 ял-хулана çитнĕ, 68 пин те 206 çынна йышăннă.
Вăрнар округĕнче «Сывлăх патне утăм» вунпилĕк ялта пулчĕ, 2500 ытла çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕ. Çырнăччĕ ĕнтĕ, ял çыннисем тухтăрсем хăйсен ялнех килнишĕн питĕ савăнса пĕлтерчĕç, ку питех те меллĕ пулнине палăртрĕç.
Ялсенчи йышăну вăхăтĕнче, акă, 200 çынна малалла тĕрĕсленме янă. 201 пациентăн - юн пусăмĕ, 134-шĕн - холестерин шайĕ, 87-шĕн - юнри глюкоза шайĕ, 8 çыннăн куçри юн пусăмĕ пысăк пулнине палăртнă. 386 çыннăн кĕлетке йывăрăшĕ нормăран ытларах, 149 çыннăн самăрлăх пур.
Сергей Илюткин тĕп врач территори пайĕсен пуçлăхĕсене халăха проекта хутшăнтарма майсем туса панăшăн, çывăхри ялсенче пурăнакансене сывлăх пункчĕ патне автобуссемпе çитернĕшĕн чĕререн тав турĕ.
«Ниме - халăх бюджечĕ» программа та халăха çывăх. Кăçалтан вăл анлăланчĕ, пысăк хуласене те вĕсене хутшăнма майсем туса пачĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, халăх пуçарăвĕпе ялсенче чылай проект пурнăçа кĕрет. Пĕлтĕр вĕсен шучĕ 34 пулнă пулсан, кăçал 49 пурнăçланать. Тепĕр çул валли вара территори пайĕсем 109 проект хатĕрленĕ. Чи нумаййи - Калинино ?13%, Упнер ?12%, Малти Ишек ?10%, Ярмушка ?9% тăрăхĕсенче.
Проектсем пурнăçланасси, паллах, сасăлавран нумай килет. Хальхи вăхăтра вĕсемшĕн кашниннех харпăр хăй сассине пама май пур. Кашни çыннах пур 109 проекчĕшĕн те сасăлама пултарать. Пĕр-пĕрне пулăшни питĕ аван, çавăнпа та, хаклă ентешсем, ан ÿркенĕр, обществăлла хутлăха лайăхлатма тăратнă проектсемшĕн сасăлăр! Ку пĕтĕмпех хамăр валли! Сасăлав сентябрĕн 26-мĕшĕччен пырать.
СВО ветеранĕсен социаллă адаптацийĕ те тимлĕхре. «Шаг в мирную жизнь» проекта çак тĕллевпех йышăннă ĕнтĕ. «Хавхалантару десантĕнче» - юристсем, соцслужба, ĕçлев центрĕсен, округ администрацийĕсен специалисчĕсем.
Кунашкал ушкăн нумаях пулмасть Вăрнар округĕнче те пулнăччĕ. Ун йĕркипе СВО ветеранĕсемпе вĕсен çемье членĕсене - пĕтĕмпе 41 çынна - йышăннă. Вĕсенчен килнĕ 83 ыйтăва тĕплĕн хуравланă. Вырăнтах çăмăллăхсем тĕлĕшпе ыйтусене татса пама май килнĕ. Çавăн пекех ĕçе вырнаçас, медицина реабилитацийĕ тухас алгоритмсене ăнлантарнă, психологи пулăшăвĕ панă.
Проектсен кирлĕлĕхне шута илсе вĕсене малалла та ĕçлеттерме палăртнă.
Информаци кунĕ кăмăллă самантпа вĕçленчĕ. «Яркое лето Чувашии» проект йĕркипе мероприятисем ирттерессине пысăк тÿпе хывнăшăн округ администрацийĕн культура пайĕн тĕп специалистне Анжелика Давыдована, районти культура çурчĕн методистне Анна Дмитриевана тата Аçăмçырминчи ял библиотекин ĕçченне Надежда Михайлована Чăваш ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Суйлав уççăн тата тĕрĕс иртнине чыслăн сăнанăшăн Территорири обществăлла наблюдени штабĕн членĕсене те Тав хучĕ тивĕçрĕ. Наградăна ТШОН председательне Геннадий Никитина пачĕç.
Светлана
ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2025 |
