Нумай енлĕ пулăшушăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2025, 10:24 Просмотров: 49

Республикăра СВО-на хутшăнакансене пулăшакансен ĕçне палăртас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Хавхалантарăвăн формисенчен пĕри - «Ятарлă çар операцине пулăшнăшăн» медальпе чысласси. Ăна, аса илтеретпĕр, Чăваш ен Обществăлла палати çирĕплетнĕ.

Çак кунсенче ку наградăна тата виçĕ çынна пачĕç. Медальсене хастарсен кăкрисем çине çакнă май, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова тата «Офицеры России» обществăлла организацин республикăри исполкомĕн ертÿçи, ЧР Обществăлла палата членĕ Станислав Афанасьев фронта пулăшакансене пысăк та ырă ĕçшĕн тав турĕç.

Чыслава «Чувашия» Гостелерадиокомпанин корреспонденчĕ, Пуканкасси ял старости Альбина Фомина, «Щит Родины» обществăлла орагнизаци хастарĕ, фермер Валентин Павлов тата Шупашкарти Серафим Куделин ячĕллĕ «ZOV Победы» волонтер ушкăнĕн ертÿçи Анжелика Назарова тивĕçрĕç.

Кашнин ĕçĕ курăмлă. Альбина Фомина ертсе пынипе, акă, ял çыннисем пулăшу тĕллевĕпе пĕрлешнĕ. Вĕсен ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Çырнăччĕ ĕнтĕ, кунта пурăнакансем кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра салтаксем патне пысăк партипе окоп çуртисем ăсатаççĕ. Фронтра вĕсем питех те кирлĕ.

Пуканкассисен тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ - госпитальсем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарасси. Альбина Дмитриевна пуçарнипе ял халăхĕ аманнисем валли вун-вун посылка çитернĕ. Вăл шутра - вырăн таврашĕ, медикаментсем, аялти кĕпе-йĕм, тумтир, гигиена хатĕрĕсем тата ытти те.

Хальхи вăхăтра кунта пурăнакансем Ярмушкари культура çуртне маскировка сечĕ çыхма çÿреççĕ.

Валентин Павлов - запасри пограничниксен «Щит Родины» обществин хастарĕ. Ку организаци те ятарлă çар операцине тĕллевлĕ пулăшать, салтаксем ыйтнине тÿреммĕн тивĕçтерет. Активистсем çапăçу вырăнне ĕçмелли шыв, сунар пăшалĕсем, гигиена хатĕрĕсем, инструментсем, квадроцикл, ыттине ăсатнă. Валентин Николаевич хăй хуçалăхĕ ятĕнчен фронта пахчаçимĕç чылай янă, укçа-тенкĕпе нумай пулăшать.

Вăрнар хĕрачи Анжелика Назарова ертсе пыракан волонтер ушкăнĕ ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпа ентешсем патне 40 миллион ытла тенкĕлĕх гуманитари грузĕ янă тата 30 пин ытла тăваткал метр маскировка сечĕсем çыхнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика