Яваплăха туйса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2025, 11:17 Просмотров: 108

Çывăх çыннăмăрăн - 1937 çулта çуралнă, ĕмĕр тăршшĕпех «Гвардеец» колхозра вăй хунă ĕç ветеранĕн, Пуканкассинче пурăнакан Клавдия Николаевна Григорьеван - сывлăхĕ самаях хавшанă пирки васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле пулчĕ. Хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçлакан Ольга Васильевна Карпова фельдшера, Луиза Владимировна Васильева медсестрапа Анатолий Александрович Дмитриев водителе пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсемпе пĕрлех Вăрнар районĕн тĕп больницинче вăй хуракан врачсемпе медсестрасене, санитаркăсене, уйрăмах терапи уйрăмĕнчи Анжелика Владимировна Спиридонова терапевтпа Валентина Арсентьевна Константинова куç тухтăрне йывăр вăхăтра пулăшнăшăн, тимлĕ те ырă кăмăллă пулнăшăн, ăшă сăмахпа та, эмелпе те сипленĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Пархатарлă ĕçре çирĕп сывлăхпа иксĕлми вăй-хал, чăтăмлăх сунатпăр. Мĕнпур лайăххи, ырри яланах сирĕнпе пĕрле пулччăр.

Клавдия Григорьеван Саратов облаçĕнчи 2 хĕрĕ, тĕп килте пурăнакан ывăлĕ, Çĕнĕ Шупашкарти хĕрĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика