Патшалăха сутнăшăн...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.09.2025, 11:39 Просмотров: 33

Чăваш ен Прокуратурин информацийĕ тăрăх, республикăра патшалăха сутнипе çыхăннă уголовлă статьяпа явап тыттарни те пулнă-мĕн. Уголовлă ĕçе 2-мĕш округри Анăç çар сучĕ Чăваш Республикине тухса тишкернĕ. Айăпланаканĕ - Мускав облаçĕнчи 27-ри арçын. Ăна патшалăха сутнисĕр пуçне терроризма укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн та айăплă тесе йышăннă.

Палăртнă тăрăх, 2023 çулхи апрель -июнь уйăхĕсенче çак арçын Интернет сетĕнче криптовалютăна ылмаштарнă укçа-тенке куçарассипе темиçе финанс операцийĕ пурнăçланă. Укçи вара пирĕн çĕршывра террористла шутланакан Украина çар формированийĕсене пулăшма, пурлăхпа тата техникăпа тивĕçтерме усă куракан счетсем çине кайнă иккен.

Суд, прокуратура ыйтăвне шута илсе, саккуна пăснă арçын тĕлĕшпе çирĕп приговор кăларнă - 13 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, айăплав вăхăчĕ çирĕп режимлă колонире иртĕ. Штраф та хунă - 350 пин тенкĕ.

Каласа хăвармалла, преступленилле ĕçсене ФСБ управленийĕн сотрудникĕсем тупса палăртнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика