Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмаллине ахаль-тен мар хытарсах асăрхаттараççĕ. Вĕсене ним вырăнне хуманни илсе çитерет те инкек-синкек патне.
Республикăри патшалăх автоинспекцийĕ, акă, хамăр округра çула çитменнисем хутшăннипе çул-йĕр аварийĕ пулнине пĕлтерет. Инкек кĕçнерникун каçхине «Калинино-Патăрьел-Елчĕк» автоçул çинче, Вăрнар поселокне кĕнĕ çĕрте, сиксе тухнă. Ун тĕлĕшпе полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем тĕрĕслев ирттереççĕ.
Малтанхи информаци тăрăх, «Шевроле Нива» автомобиль хирĕç çул çине тухнă. Управление çухатнипе сулахай кювета анса кайнă та темиçе хутчен çаврăнса ÿкнĕ. Машинăна вунулттăри çамрăк тытса пынă-мĕн.
Аварире водитель тата умра ларса пынă вунтăваттăри пассажир шар курнă. Малтанхи тĕрĕслев тăрăх, вĕсен ал-ури хуçăлнă тата ытти сурансем пур. Вĕсене пулăшу пама медицина учрежденине çитернĕ.
Çула çитменнисен сывлăхĕсем сиенленнĕ аварие Вăрнар район прокуратури те тĕрĕслевре тытнине пĕлтерет. Инкек вырăнне тÿрех район прокурорĕ Сергей Парамонов çитнĕ, лару-тăрăва асăрхава илнĕ.
Хамăр инф.
Октябрь 2025 |
