Тĕрĕс суйлав тума пулăшĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2025, 15:23 Просмотров: 16

Ачасем шкул партти хушшинченех тĕрлĕрен специальноçсем, профессисем пирки пĕлни, предприяти-организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни вĕсене вăхăт çитсен тĕрĕс суйлав тума пулăшĕ.

Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ округри вĕрентÿ учрежденийĕсенче профориентаци мероприятийĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку ĕçе Вăрнарти кадр центрĕ те активлă хутшăнать.

Нумаях пулмасть, ак, поселокри 2-мĕш шкулăн 8 «Г» класс вĕренекенĕсем хăйсен класс ертÿçи йĕркеленипе кадр центрĕнче кăсăклă экскурсире пулнă. Кунта тимлекенсем çамрăк хăнасене хапăлласа йышăннă, организацин ĕçĕ-хĕлĕн вăрттăнлăхĕсене кăмăлпах уçса панă.

Ольга Зайцева карьера консультанчĕ каласа пани те ачасене ĕçлев сфери пирки нумай кăсăклине пĕлме пулăшнă. Ку служба мĕнле тĕп тĕллевсене пурнăçлать, ĕçлев тĕлĕшĕнчи мĕнле патшалăх тивĕçтерĕвĕсене илме пулать/ Хăвăн специальноç-профессие кура ĕç шырама мĕнле регистрациленмелле/ Ачасем специалист ăнлантарнипе çак тата ытти нумай ыйту çине тĕплĕ хурав тупма пултарнă. Çавăн пекех професси вĕренĕвĕн майĕсем пирки те сăмах хускатнă. Ачасене 14-18 çулсенчи çамрăксене çулла е вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма май пуррине те каласа панă.

Хамăр округри предприятисем сĕнекен специальноçсемпе видео урлă паллашни те çамрăксемшĕн питĕ интереслĕ пулнă. Вĕсем хăйсем те профориентаци енĕпе тестировани витĕр тухнă, Пĕрлехи портал урлă Харпăр хăй кабинетĕнче документсене йĕркелесе пăхнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика