Республикăри шкулсенче вырăс чĕлхи, математика, физика, информатика, акăлчан предмечĕсен тата кĕçĕн классен учителĕсем çитмеççĕ. Педагогика тытăмĕнчи кадрсен çивĕч ыйтăвне татса парассине округра тимлĕхрех тытаççĕ.
Акă, кăçал шкулсенче çамрăк специалистсем - Валерия Григорьевна Егорова, Арина Николаевна Ижелеева, Марина Сергеевна Филиппова - ĕçлеме пуçăнчĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕнчи коллективсем вĕсене хапăлласах кĕтсе илнĕ. Çамрăк педагогсем пулин те, вĕсем яваплăха туйса ĕçленипе, ачасене юратнипе уйрăлса тăраççĕ. Валерия Григорьевна Пăртасри шкулта кĕçĕн классене пĕлÿ парать. Унăн наставникĕ пур - Светлана Николаевна Лукина. Вăл Валерия Григорьевнăн амăшĕ, кĕçĕн классене вĕрентет. Квалификацие ÿстермелли тĕрлĕ курссенче пĕлĕве тарăнлатнă ăста учитель.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Октябрь 2025 |
