Наркоз витĕмĕнчи тĕлĕк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2025, 15:28 Просмотров: 17

- Ылханчĕç. Кам тухатланине те чухлатăп. Эсĕ качча илессе кĕтнĕ ерĕшкÿ юмăçсем патне çÿресе хур турĕ ĕнтĕ, - мăшăрĕ кăна илтмелле шăппăн мăкăртатрĕ тухтăр пÿлĕмĕнчен тухнă Аля. Упăшки нимĕн те чĕнмерĕ - хирĕçлесе те, лăплантарса та сăмах хушмарĕ.

Анчах коридорти сак çинче ларакан Таня амăшĕ мĕн каланине илтсе юлчĕ. Ку сăмахсем çывăх çыннин чĕлхи вĕçне ытахальтен килменнине те вăл тÿрех ăнланчĕ. «Ахăртнех, тухтăр темĕн япăххине пĕлтернĕ. Унсăрăн аттене çавăн пек ятламĕччĕ», - шухăшларĕ вăл. Альăпа Толя ачана хушша хăварса икĕ енне ларчĕç.

- Хĕрĕм, санăн операцие выртма тивĕ. Уру çинчи мăкăлÿсене касса илмелле терĕç, - пăшăрхантарасран шикленсен те чăннине каларĕ амăшĕ.

Таня килĕшсе пуç сĕлтрĕ те салхуланчĕ. Икĕ уйăх каялла ăнсăртран пуçĕ ыратма тытăннине, каярахпа пĕрмай ыйхă пуснине, каçсерен килти ĕçсене тума та халĕ юлми пулнине аса илчĕ. Пĕр эрне шкула та каяйманччĕ вăл ун чухне. Каçсерен ÿт температури вăтăр сакăр градус таранах хăпарчĕ. Анчах сунас та, ÿслĕк те çулăхмарĕ, пырĕ те ыратмарĕ.

Вырсарникун вĕрĕлтерме пăрахрĕ те - Таня тепĕр кун ирхине шкула тухса утрĕ. Анчах виççĕмĕш урокра вăл кăмăлĕ пăтраннине туйрĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика