Киревсĕр ĕçе явăçтарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.10.2025, 15:35 Просмотров: 18

Украина пропагандисчĕсем пирĕн çĕршывра пăтăрмахлă лару-тăрусемпе пăлханусем кăларма, обществăри лăпкăлăха аркатма тăрăшаççĕ. Ку киревсĕр ĕçсене вĕсем çамрăксене те явăçтарма хăтланаççĕ.

Хамăр республикăра та хальхи вăхăтра çакăн пек преступлени тĕлĕшпе тишкерÿ пырать. Преступниксем теракт хатĕрлеме 19-ти çамрăка хутшăнтарнă-мĕн.

Малтанах каччăна Раççей Почти, Тĕп банк, полици ятĕнчен телефон шулĕкĕсем улталанă. Вăрттăн «аферăран» хÿтĕленме тесе ăна кредитсем илтернĕ тата хăйсен счечĕ çине 100 пин тенкĕ куçарттарнă.

Каярахпа вара ăна мушенниксене «пулăшнăшăн» уголовлă ĕçпе хăратма тытăннă. Çавна май Канаш хулинчи электроподстанцие чĕртсе ярассине хатĕрлеттернĕ. Çунакан хутăш валли компонентсем туянма укçине те ярса панă. Анчах унран килмен сăлтавсене пула каччă киревсĕр ĕçе вĕçне çитереймен. Мĕнле хăрушла преступление кĕртсе ÿкернине ăнлансан вăл полицие хăех килнĕ.

ФСБ-н республикăри управленийĕн следстви подразделенийĕ ун тĕлĕшпе Раççей Уголовлă кодексĕн 205-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ку статьяра палăртнă тăрăх, айăпа йышăнса пыни яваплăхран хăтаракан сăлтав пулма пултарать.

Йĕрке хуралçисем асăрхаттараççĕ: Украина спецслужбисем Раççей çыннисене интернет урлă активлă «вербовкăлаççĕ». Нумай чухне - тĕрлĕрен службăсен, банк сотрудникĕсен ячĕпе. Çавăнпа та тимлĕрех пулмалла, иккĕленÿллĕ çынсемпе хутшăнмалла мар.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика