Мускавра иртекен «Ылтăн кĕркунне» курав чăнахах та апат-çимĕç промышленноçĕн тата ял хуçалăх предприятийĕсен çитĕнĕвĕсене кăтартакан площадка пулса тăрать. Кăçал та Пĕтĕм Раççейри курав центрне мĕнпур регионти аграрисем пуçтарăннă.
Чăваш Республикин федераци шайĕнчи триумфĕ чаплă - вăл куравран 80 медальпе таврăннă тата пуçласа Гран-прие çĕнсе илнĕ.
Тăватă кунра Чăваш ен команди 50 ытла ĕçлĕ мероприятие хутшăннă, АПК-на патшалăх енчен пулăшас, экспорта аталантарас, отрасле цифра технологийĕсене кĕртсе пырас тата ял пурнăçне лайăхлатас енĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2025 |
