Инкексенчен сыхланас тесен, хăвăр е кам та пулин туса панă электроприборсемпе усă курма юрамасть - заводра кăларнисене çеç туянмалла.
Çĕмĕрĕлсен вĕсене юсама палламан-пĕлмен маçтăра мар, квалификациллĕ специалиста шанăр.
Ăшă приборĕнчен розетка патне каякан пăралуксем сиенленнĕ пулмалла мар.
Çакна та ан манăр: электроприбор сĕтел-пуканпа сĕртĕнсен хĕртсе янипе çулăм кăларать.
Электричествăпа ĕçлекен ăшă приборĕсене асăрхавсăр хăварни, вĕсем çинче япаласем типĕтни, çунакан материалсемпе хупласа хуни нумай чухне инкек патне çитерет.
Çавăнпа та ăшă приборне туянсан унăн ĕç инструкцийĕпе тимлĕ паллашăр, хăрушсăрлăх мерисене уяса усă курăр.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн округри уйрăмĕ
Октябрь 2025 |
