Патшалăха куçать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2025, 15:56 Просмотров: 18

Чăваш енри Шалти ĕçсен министерстви

пĕлтерет: дознавательсен ходатайствипе çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăснăшăн 100 ытла транспорт хатĕрне арестленĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн водительсене руль умне тепĕр хут ÿсĕрле ларнăшăн уголовлă явап кĕтет. Кун пек чухне машинăпа хĕрĕнкĕ çÿренĕшĕн унччен те административлă явап тыттарнă, судпа айăпланă е правасене туртса илнĕ водительсенне транспорт хатĕрне конфискацилеме пăхнă.

Палăртмалла, ку мерăна йышăнма преступлени тунă чух автомобильпе усă курнă факт та çителĕклĕ. Республикăри дознавательсем 264.1-264.3 статьясемпе тишкернĕ уголовлă ĕçсемпе пуринпе те тенĕ пекех тÿрех транспорт çине арест хунă. Вĕсенчен 41-шне кайран суд йышăнăвĕпе патшалăх тупăшĕ валли тытса илнĕ.

Уйрăммăн каламалла, ареста айăпланаканăн çемье членĕсен, ашшĕ-амăшĕн тата унчченхи мăшăрĕсен харпăрлăхĕнчи машинăсем çине те хураççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика