Çĕньял Нурăсра çĕнĕ çул!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2025, 15:56 Просмотров: 12

Çĕнĕ çул, çĕнĕ çурт вăл - çĕнĕ пурнăç! Çĕньял Нурăс халăхĕ ялти çула юсас ыйтăва тахçанах çĕкленĕччĕ.

Ĕмĕтленнĕ тĕллев юпа уйăхĕнче пурнăçа кĕчĕ. «Ял хушшинчи çулсене тытса тăракан программăна» Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова тăрăшнипе хута яма май килчĕ.

Кĕтнĕ кун çитрĕ, юсав ĕçĕсене хăвăрт вĕçлерĕç. Хырса илнĕ асфальт тĕпренчĕкĕпе тепĕр пĕчĕк урам çулне сарчĕç. Юсав ăнăçлă пынипе хăпартланса ăшă чунлă хĕрарăмсем ĕçлекенсене кукăль-икерчĕпе хăналарĕç.

«Эпир таçта та ĕçлесе çÿретпĕр, анчах кун пек хăналанине ниçта та курман», - тав турĕç Шачкин уйрăм предпринимателĕн ĕçченĕсем.

Кирек мĕнле ĕç те чунпа тумасан йĕркеллĕ пулмасть. Ял старости В.В.Егоров тимленипе халăха кирлĕ нумай пуçару пурнăçа кĕрсе пырать. Хальхинче те вăл тăрăшнипе, халăха йыхравласа кăларса çул айăккисене вак чул сарчĕç, шăтăк-путăксене тасатса çĕнĕрен асфальт вырнаçтарчĕç. Ырă улшăнусем пулнишĕн пурин те чун савăнать, çĕнĕ кĕпе тăхăннă пек туйăнать. Шачкинăн ĕçченĕсене пахалăхлă тимленĕшĕн тав сăмахĕ калатпăр. Людмила Николаевнан ĕçĕсем малалла та ăнăçуллă пыччăр! Ял сăн-сăпатне ылмаштаракан ĕçсене халăх кар тăрса хутшăнни кирлĕ те килĕшÿллĕ!

Лев ЕФИМОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика