Вĕренме-аталанма нихăçан та кая мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2025, 15:57 Просмотров: 17

Тивĕçлĕ кану вăхăчĕ килте тунсăхласа лармаллине, обществăн вĕресе тăракан пурнăçĕнчен аякра пулмаллине пĕлтермест. Вăл – пурнăçăн хăйнеевĕрлĕ, интереслĕ тепĕр тапхăрĕ. Мĕн тĕрлĕ кăсăкли, çĕнни, чун-чĕрене илĕртекенни кĕтмест пулĕ аслă ÿсĕмрисене çак «кĕмĕл» çулсенче. Унчченхи хастарлăха çухатмалла мар, пĕр-пĕринпе туслă хутшăнмалла, çамрăксем хушшинче пулма тăрăшмалла кăна.

Тепĕр тесен, унччен ĕмĕтре çеç пулнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, çĕнĕ алĕçĕсене вĕренме, юратнă мăнуксен интересĕсене пĕрле пайлама тата ытти нумай-нумай çĕнĕлĕх валли шăп та лăп вăхăт халĕ. Инçе кайма кирлĕ мар, хамăр тăрăхри аслă çулхи маттурсем те çакна хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетнине куратпăр. Тивĕçлĕ канурисем округăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, концерт-уявсенче хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ, конкурс-ăмăртусенче те çивĕчлĕхпе пысăк ăсталăх кăтартаççĕ вĕсем.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика