Шанăçа тÿрре кăларнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2025, 15:59 Просмотров: 17

Республикăра професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртнĕ - хăйсем хушшинче чи çивĕччине, чи маттуррине халăх дружинникĕсем палăртнă. Ăмăртăва кĕнисем пĕтĕмпе вунулттăн. Пурте вĕсем - хăйсен пĕлĕвĕпе те, ÿт-пÿ çирĕплĕхĕпе те палăрнисем, харпăр хăй муниципалитечĕн çĕнтерÿçисем.

Ăмăрту участникĕсем чăннипех те тĕлĕнмелле команда пухнă темелле. Ун йышĕнче - 23 çулти активистран пуçласа аслă ăрури опытлă хастарсем таранах. Конкурсантсенчен пуринчен асли, акă, 72 çулта пулнă.

Ăста дружинниксем хушшинче пикесем те пиллĕкĕн, вĕсем йĕрке хуралĕнче этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ те арçынсенчен пачах та юлманнине çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен пĕри - хамăр округ чысне хÿтĕленĕ маттур педагог тата спортсменка Галина Павлова. Шăпах вăл, конкурсăн муниципаллă тапхăрĕнче мала тухнăскер, республикăра тупăшма ирĕк çĕнсе илнĕччĕ. Кăмăлпах палăртас килет: çак шанăçа Галина тивĕçлипех тÿрре кăларнă. Вăрнар дружинникĕ Чăваш енри мĕнпур «ĕçтешĕсем» хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă! Унран маларах Çĕрпÿ округĕнчи Вячеслав Бардасов кăна.

Тĕрĕссипе, дружинниксен çивĕч тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ конкурс вăхăтĕнче. Çав шутра - саккунсене пĕлни, пĕрремĕш пулăшу парас хăнăхусем, спорт хатĕрленĕвĕ тĕлĕшпе. Кашни ăмăртурах Галина лайăх результатсем кăтартнă. Çавăнпа та республикăра призерсен йышĕнче. Саламлатпăр!

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика