Олег Николаев: Пĕрле Чăваш ен ăнăçăвĕшĕн ĕçлĕпĕр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2025, 08:36 Просмотров: 13

Чăваш Республикинче сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсен протоколĕсене 100 проценчĕпе тĕрĕсленĕ. Ун малтанласа тунă кăтартăвĕсемпе республикăра пурăнакансен 67,06 проценчĕ Олег Николаевшăн хăйĕн сассине панă.

Вăрнар округĕпе кăтарту тата пысăкрах. Олег Алексеевичшăн суйлавçăсен 74,64 проценчĕ сасăланă. Хăшпĕр территори пайĕсенче сасăлава хутшăннисен пысăк пайĕ уншăн пулни паллă. Олег Николаевшăн Уйкас Кипек тăрăхĕнче пурăнакансен 97,62 проценчĕ, Малти Ишек тăрăхĕнче пурăнакансен 87,07, Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнче пурăнакансен 85,42, Мăн Турхан тăрăхĕнче пурăнакансен 84,47, Шĕнер Ишек тăрăхĕнче пурăнакансен 83,92 проценчĕ харпăр хăй сассине панă.

- Суйлав участокĕсене килнĕ тата дистанцилле мелпе сасăланă кашни çынна чĕререн тав тăватăп. Сирĕн пысăк хастарлăх - гражданла яваплăхăн лайăх кăтартăвĕ. Маншăн сирĕн кашни сасă хаклă. Суйлав конкурентлă, тĕрĕс, уççăн иртрĕ - çак формат хамăрăн регионăн пуласлăхĕнче шанăçлăх çуратать. Ку - пирĕн пĕрлехи çĕнтерÿ тата Чăваш енĕн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ.

Туссем, пурне те тав тăватăп. Малашне те Чăваш ен вăйлă та çирĕп, кунта пурăнма хăтлă пултăр тесе пĕрле ĕçлĕпĕр, - пĕлтернĕ Олег Николаев.

Светлана ЧИКМЯКОВА

 

Вăрнар округĕнчи сасăлав кăтартăвĕсем:

Олег Николаев (самовыдвиженец) - 74,64% (8528 сасă)

Константин Степанов (ЛДПР) - 9,65% (1103 сасă)

Владимир Ильин (Партия пенсионеров) - 5,53% (632 сасă)

Максим Морозов («Новые люди») - 5,47% (625 сасă)

Владимир Савинов («Зеленые») - 2,36% (270 сасă).

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика