Ĕç çынни - завод тĕрекĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.10.2025, 14:08 Просмотров: 86

Кадрсем йăлтах татса параççĕ, теççĕ. Ĕç çыннисен яваплăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, профессионализмĕнчен предприяти ăнăçăвĕ килет-çке. Çакна Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать. Кун пирки пире предприятин персоналпа ĕçлекен пай пуçлăхĕ Наталья Валерьевна ЯКОВЛЕВА каласа кăтартма килĕшрĕ.

- Паянхи куна заводра 816 çын вăй хурать. Вăл шутран 550 арçын тата 266 хĕрарăм. Ĕçченсен вăтам ÿсĕмĕ - 43 çул. Коллективра чи асли 71 çулта. Чи çамрăккисем вунсаккăрта. Вĕсем ытларах - рабочи должноçĕнчисем: грузчиксем, укладчик-упаковщиксем. Хăшĕсем куçăмсăр майпа аслă шкулсенче пĕлÿ илеççĕ.

Заводра ырă йăла та пур. Çуллахи вăхăтра шкул ачисем те хăйсене пысăк предприятин пĕр пайĕ пулнине туйма пултараççĕ - заводра тимлекенсен ывăл-хĕрĕ хаваспах делопроизводитель ĕçне пурнăçлаççĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Людмила ИВАНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика