Наградисем - хăюлăхпа çирĕплĕх палли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.10.2025, 14:09 Просмотров: 140

Паян эпир хамăрăн хăнăхнă пурнăçпа пурăннă вăхăтра пирĕн ентешсем - ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем - çĕршыв интересĕсен хÿтĕлевĕнче. Йывăрлăхне те, нуши-тертне те пăхмасăр, алла хĕçпăшал тытса - çапăçу хирĕнче. Юратнă çыннисенсен, лăпкă тăван тăрăхран та чылай-чылай инçетре. Вĕсене пула ĕнтĕ эпир хамăра тăнăçлăхра, хÿтлĕхре туйма пултаратпăр. Çакна ăнланни, тивĕçлипе хаклани пĕлтерĕшлĕ.

Салтаксем пысăк çар наградисене тивĕçни те - вĕсен çапăçу хирĕнчи паттăрла ĕçĕсене уйрăммăн палăртни. Анчах, шел те, çапла пулса тухать, нумайăшне - тăшман вут-çулăмĕ айĕнче харсăр çапăçса пуç хунă хыççăн... Акă, ку юнкун та ентешсен çар орденĕ-медалĕсене ĕмĕрлĕх управа парассипе хумхануллă церемони иртрĕ. Вăл ЗАГС пайĕн залĕнче паттăрсен ашшĕ-амăшĕсене, çемйисене, тăванĕсене астăвăм мероприятине пухрĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика