Ытларах - социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.10.2025, 14:10 Просмотров: 129

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн 23-мĕш «тÿрĕ линине» ирттерчĕ. Икĕ сехет хушши регион Пуçлăхĕ Чăваш енре пурăнакансенчен килсе çитнĕ ыйтусем çине тĕплĕн хуравларĕ.

Эфирта ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем янăрарĕç. Нумай ачаллă çемьесене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене, учительсемпе инвалидсене çăмăллăхсем парассипе çыхăннă ыйтусем те яланхи пекех малти вырăнта пулчĕç. Халăх пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сфера, авариллĕ çурт-йĕре пăрахăçласси, çавăн пекех çул-йĕр енĕпе те ыйтусем самаях пулчĕç.

Палăртма кăмăллă, кăçал «тÿрĕ линие» муниципалитетсенче пурăнакансем хастар хутшăнчĕç, вĕсене хăйсен округĕсенче инфратытăм объекчĕсене туса пĕтермелли сроксем кăсăклантарни палăрчĕ. Вĕсем хăйсен ыйтăвĕсене республика Пуçлăхне пĕлтерчĕç.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика