Юлашки тăхăр уйăхра Чăваш енре пурăнакансем телефон мушенникĕсене 780 млн тенкĕ ытла куçарса панă. Кун пирки республикăри прокуратурăран пĕлтереççĕ.
Палламан номерсенчен шăнкăрав килсен питĕ тимлĕ пулмаллине, СМС-па килекен кодсене никама та пĕлтерме кирлĕ маррине яланах асра тытмалла. Информаци шанчăксăр пек туйăнсанах телефона сÿнтерсе калаçăва татмалла.
Кăçал интернет тата телефон урлă тунă преступленисен хисепĕ 12: чухлĕ чакнă пулин те, граждансенчен вăрланă укçа-тенкĕ сумми ÿснĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра республикăра пурăнакансем мушенниксене 780 млн тенкĕ «парнеленĕ». Ку категорири преступленисене уçса парасси пĕчĕк шайра пулнине палăртаççĕ прокуратурăран. Тĕп сăлтавĕ - чылай чухне укçа йăкăртакансем урăх çĕршывсенчен шăнкăравлани. Çавăнпа та вĕсене тупса палăртса явап тыттарма çăмăл мар. Прокуратура ултавпа банк счечĕ çине куçарттарнă укçа-тенке дропперсенчен шыраса илессипе активлă тăрăшать. 2025 çулхи тăхăр уйăхра суда 219 тавăç тăратнă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн шар курнисене 61,5 млн тенкĕ тавăрса памалла.
Асăрхаттару! Укçа-тенке çухатас мар тесен палламан çынсемпе калаçмалла мар, телефона тÿрех сÿнтермелле!
Ноябрь 2025 |
