Профсоюз спорт уявне пухрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2025, 08:38 Просмотров: 16

Иртнĕ эрнере «Химик» стадион хаваслă шăв-шавпа тулчĕ. Кунта округри вĕрентÿ организацийĕсенчи профсоюз членĕсем çăмăл атлетика эстафетинче тупăшрĕç.

Шкулсемпе ача сачĕсенчен пурĕ 19 команда хутшăнчĕ. Ăмăрту пуçланиччен Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем янрарĕç. Пухăннисене округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов тата вĕрентÿ организацийĕсен профсоюз председателĕ Елена Карпова саламларĕç, чăтăмлăх, ăнăçу, çĕнтерÿ патне ăнтăлма сунчĕç.

Малтан округри шкул командисем тупăшрĕç. Арçынсем 400 метрлă, хĕрарăмсем 200 метрлă дистанцисене парăнтарчĕç. Кашниех финиша чи малтан çитес тесе пĕтĕм вăя хучĕ. Куракансем кăмăла çĕклекен, вăй-хăват хушакан сăмахсемпе хавхалантарчĕç. Чи хăвăрттисем, çивĕччисем Калининăри шкулта тимлекенсем пулчĕç. Вĕсем пĕрремĕш йĕркене вырнаçрĕç. Иккĕмĕшĕнче И.Н.Никифоров ячĕллĕ Вăрнарти 1-мĕш шкул пулчĕ. Виççĕмĕш вырăна Вăрнарти 2-мĕш шкулпа Кÿстÿмĕр шкулĕ пайларĕç.

Малалла ăмăртăва шкул çулĕчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тимлекенсем хутшăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура «Ромашка» ача сачĕн командине çитекен пулмарĕ. Вĕсем çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç. Иккĕмĕш вырăна «Ручеек» ача сачĕ, виççĕмĕшне «Рябинка» ача сачĕ çĕнсе илчĕ. Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç тата укçа-тенкĕ парса хавхалантарчĕç. Спорт уявĕ пурне те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика