Кĕр мăнтăрĕпе - уяв кĕрекине

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2025, 08:41 Просмотров: 19

Иртнĕ эрнекун районти культура керменĕнче Ял хуçалăхĕн тата тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕн кунне чаплăн паллă турĕç.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ.

Çăвĕпех хура тар тăкса тăрăшнă хастарсем уяв кĕрекине ларма тивĕçлĕ. Капмар кĕлетсем тулли те, хресченĕн кăмăлĕ савăк.

Праçнике пуçтарăннисем кăçал та районти культура керменне кĕрсенех тирпейлекен промышленноçăн - Вăрнарти агрохолдингăн, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн, Калинино райповĕн - продукцийĕн куравĕпе паллашма пултарчĕç. Ассортимент пуянни тÿрех курăнать. Тĕрлĕрен тĕрлĕ апат-çимĕçĕ илĕртет. Акă, ырă шăршăллă çăкăр-тăварĕ, кукăль-пÿремечĕ, пăшăхланă аш-пăшĕ, кăлпасси изделийĕсем, сĕт юр-варĕ...

Професси уявне килнисем культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче «Ылтăн кĕркунне» куравпа кăмăлпах паллашрĕç. Вăрнар округĕн территори пайĕсен администрацийĕсен, вырăнти культура çурчĕсен ĕçченĕсем еплерех пултаруллă. Ял хуçалăх культурисенчен, пахчаçимĕçрен, улма-çырларан, чечексенчен мĕн кăна ăсталаман пулĕ/ Кĕр пуян тесе кашниех çирĕплетме пултарать. Уяв сĕтелĕсем епле тулăх.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика