Астăвăм çирĕплетнĕ туслăх - ĕмĕрлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2025, 08:41 Просмотров: 14

Вăрнарсемпе белоруссем хушшинчи Совет Союзĕн Геройĕ çыхăнтарнă туслăх çултан-çул çирĕпрех. Пĕрлехи астăвăма, пĕрлехи мăнаçлăха пула çуралнă хутшăнусем икĕ еншĕн ăнăçлă аталанаççĕ, паянхи куна мĕнпур сферăна пырса тивеççĕ, тачăрах та тачăрах тĕвĕленеççĕ.

Астăватăр ĕнтĕ, пĕлтĕрхи декабрьте Вăрнар округĕн делегацийĕ Беларуç Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă май Бешенковичи районĕн ертÿлĕхĕпе пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытасси пирки килĕшĕве алă пуснăччĕ. Тĕрĕссипе вара, пĕр-пĕринчен чылай инçетре вырнаçнă икĕ тăрăха пĕрлештерекен çыхăну хăйĕн пуçламăшне 80 çул каяллахи хаяр вăрçă çулĕсенченех илет. Мĕншĕн тесен пирĕн пĕр истори, пĕр астăвăм... Шăпах тăванла Беларуç çĕрне ирĕке кăларассишĕн хăйне шеллемесĕр çапăçнă та пирĕн мухтавлă ентеш - Степан Илларионович Илларионов Герой. Кунтах паттăрла пуçне хунă, Галынь ялĕнчи вилтăпри çинче ытти совет салтакĕсемпе юлашки канăç тупнă. Пĕлтĕрхи визит вăхăтĕнче вăрнарсен ушкăнĕ ку астăвăм вырăнĕнче пулса çĕнтерÿçĕ-салтаксем умĕнче пуç тайнăччĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика