Хаçат вăл ырă çын пекех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.11.2025, 10:03 Просмотров: 160

Аван-и, юратнă хаçатăм,

Вăй-хал сунакан çыхăну.

Ман шанчăклă тусăм, çунатăм,

Çуталчĕ çуралнă куну.

Кун-çулăм санпа такăрланнă,

Пур ĕмĕтĕм пулнă таса:

Çырас кăмăлпа аталаннă

Ĕçчен çынсене мухтаса.

Район çыннисен сăн-сăпачĕ,

Шăпи умăмра уçăлать,

Эс – пурнăç утти, чун апачĕ,

Пире эс пурри те çăлать.

Санра – Туррăн пилĕ-пехилĕ,

Хисепĕ – тăван халăхран:

Нихçан та тĕнчен çавраçилĕ

Сана уйăрман чăнлăхран.

Тăшманĕ нацизмпа чирлĕ,

Килет кĕрешме вĕсемпе,

Хастар хÿтĕлевçĕсем кирлĕ

Утма çĕнтерÿ çулĕпе.

Район çыннисем пуçаруллă -

Тылра, авалхи пек, пĕрех,

Кашни волонтер пултаруллă,

Çарти ентешсемшĕн – тĕрек.

Пĕлетпĕр, хаçат та телейлĕ

Çĕршывăм телейлĕ пулсан,

Пуласлăху пултăр хĕвеллĕ

Çулсем хушăнсассăн та сан!

Валерий КОШКИН

Шупашкар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика