Паллашăр: çĕнĕ автор - Любовь Михайловна АНИСИМОВА.
Вăл чăннипех пултаруллă та талантлă çын. Поэзипе тахçанах туслă. 1955 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пуканкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ярмушкари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата Калининăри вăтам шкулсене вĕренсе пĕтернĕ. Пĕр вăхăт, алла ветеринари фельдшерĕн дипломне илсен, «Гвардеец» колхозра специальноçпе ĕçленĕ. Анчах чунĕ педагогика патнех туртнă. Çавна май вăл Чăваш педагогика институчĕн кĕçĕн классен факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Нумай çул Ярмушкари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Коллективра, ашшĕ-амăшĕ хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра Пуканкассинчи тата Ярмушкари ытти кĕмĕл волонтерсемпе пĕрле тĕрлĕ ыркăмăллăх ĕçĕсене хутшăнать. Общество ĕçне хастар хутшăннипе пĕрлех ал ĕçĕнче те ăста.
- Хушăран алла хут-кăранташ тытса хамăн ăшри туйăмсене хут çине куçаратăп, - тет Любовь Михайловна.
Вулакансене ун сăввисемпе паллашма сĕнетпĕр.
Çичĕ хĕлĕх
çич нота юрлатăр
Эх, гитара, юрла-ха, ан макăр,
Ан пулсамччĕ манран çемçерех.
Пурнăç çулĕ пулманшăн пит такăр
Карăнтар хĕлĕхе çирĕпрех.
Иккĕн пĕр юланут утланар та
Вĕçтерер асамат пĕккине.
Санăн пур çичĕ хĕлĕх, çич нота,
Эп илем унăн çичĕ тĕсне.
Пурăнар-и вара кулянмасăр,
Пур элек вĕçсе кайтăр çилпе.
Çичĕ хĕлĕх, çич нота юрлатăр
Пурнăçа çич тĕспе тĕрлесе.
Сив сăмах кăмăла хускатсан та,
Эс юрла чи хавас сасăпа.
Йăваран шаннă кайăк кайсан та,
Ан ÿкер эс мана тунсăха.
Эпĕ хам та сана савăнтарăп
Пурнăçри чи ачаш сăнсемпе.
Санпа çеç эп хитре юмах çырăп
Асамат парнелен?ĕ% сăрсемпе.
Декабрь 2025 |
