Ун çинчен, вăл 1947 çулта çуралса ялти тата Вăрнарти вăтам шкулсенче пĕлÿ пухнă хыççăн Кронштадри тинĕс çÿревĕн вăтам тата Мурманскри тинĕс инженерĕсен аслă пĕлÿ паракан училищисенче вĕренни, 1972 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Мурманск хулинчи «Севморнефтегазоразведка» трестра Арктика пуянлăхне тĕпченĕ çĕрте ĕçлени, çитĕнĕвĕсене кура тивĕçлĕ наградăсемпе хисеплени, унпа пĕрле Пăртасран тата улттăн пулни, халĕ мăшăрĕпе Зоя Петровнапа ялта пурăнни çинчен пĕлтĕрхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче пичетленнĕ «Вĕсем Арктика пуянлăхне тĕпченĕ» статьяра çырса кăтартнăччĕ.
Çак кунсенче Валентин Николаевичăн тата тепĕр ырă та пархатарлă ĕçĕ палăрчĕ. Анăçри çĕршывсенчи тата Украинăри неонацистсем пуçĕсене çĕнĕрен çĕклеме тытăннине пула Раççейĕн ирĕксĕрех ятарлă çар операцине пуçлама тивнишĕн пĕтĕм халăхпа пĕрле Валентин та пăшăрханнă. Çулĕпе 78-а çитнĕ май, вăл унта хутшăнма пултарайман, çапах та хамăр çарсене мĕнпе те пулин пулăшас шухăша пуçран кăларман. Мăшăрĕпе, Зоя Петровнапа, канашланă хыççăн вĕсем ятарлă çар операцинче çапăçакан салтаксене хăйсен юсавлă, пĕтĕмпе те 70 пин километр кăна чупнă Нива-ВАЗ 21213 автомашинине парнелеме йышăннă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ
Пăртас
Декабрь 2025 |
