Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ «тÿрĕ линине» вăрнарсенчен те ыйтусем килнĕ.
Вăрнарта пурăнакан пĕр хĕрарăм колл-центр урлă Ашмаров урамĕнчи 13-мĕш çурт шăпипе кăсăкланнă.
Округ администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра граждансене аварийлă çурт-йĕртен куçарас ?2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çĕрĕшнĕ тесе йышăннисенчен% программа ĕçлеме тытăннă. Ун йĕркипе 2025-2026 çулсенче Вăрнарти икĕ çурта - Ашмаров урамĕнчи 6-мĕш тата Путевая урамри 23-мĕш çуртсене - ирĕклетме палăртнă. Федераллă программăна тăссан унта кĕрекен çуртсен переченьне те анлăлатĕç.
Тепĕр хĕрарăм Гагарин урамĕнче ÿссе кайнă йывăçсем электропередача тата газопровод линийĕсем çине усăннине пăшăрханса пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе мерăсем йышăннă: подряд организацийĕ хăрушлăх кÿрекен туратсене каснă.
Калининăра пурăнакан вара «тÿрĕ линие» салари Ленин урамĕнче çутă пирки хыпарланă. Округ администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку урамри юсав ĕçĕсене çывăх вăхăтрах пурнăçлама палăртнă.
Аçăмçырминчи Ленин урамĕнчи çул çĕмĕрĕлни пирки кунта пурăнакансем «Çĕнтерÿ çулне» те çырса пĕлтернĕччĕ. Планпа кунта юсав ĕçĕсене çитес çул ирттерĕç, пĕлтерет округ администрацийĕ. Хальхи вăхăтра проектпа смета документацине хатĕрлеççĕ.
Декабрь 2025 |
