Раççейри конкурса хутшăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.11.2025, 11:01 Просмотров: 144

Вăрнар округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Кристина Ефимова «Служение» Пĕтĕм Раççейри муниципаллă конкурса хутшăнать. Премие Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе 2023 çулта йĕркеленĕ.

Кăçал заявкăсене 3-мĕш хут йышăнаççĕ. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕччен кăмăл пуррисем хăйсен проекчĕсене премияслужение.рф сайта тăратма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене 2026 çулта çуркунне халăх сасăлавĕпе палăртĕç. Сумлă наградăсене хăйсем пурăнакан территорисенче ырă улшăнусем кĕртессине пысăк тÿпе хывакан, обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăракан, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан муниципаллă служащисем, депутатсемпе активистсем тивĕçеççĕ. 2025 çулта конкурса 89 регионтан 41313 заявка тăратнă. Чи лайăххисен шутне кăçал Чăваш енрен икĕ проект лекнĕ. Вĕсене Станислав Трофимовпа Сергей Иванов хатĕрленĕ.

Конкурса Кристина Ефимова «Вăйлă çемьесем - вăйлă патшалăх» социаллă проектпа хутшăнать. Унăн тĕп шухăшĕ - ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси тата çар çыннисене пулăшасси. Автор шучĕпе, кашни çемьен Тăван çĕршыва хÿтĕлес пĕрлехи ĕçе хăйĕн тÿпине хывмалла. Çамрăк та пултаруллă специалистăн проекчĕ округра ăнăçлă пурнăçланать те ĕнтĕ. Пирĕн тăрăхри чылай çамрăк çемье ветерансемпе ятарлă çар операцийĕн участникĕсене, вĕсен çывăх çыннисене пур енлĕн пулăшу кÿрес ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ, тĕрлĕ мероприятисемпе акцисене активлă хутшăнаççĕ. Кристина Юрьевнана конкурсра чи лайăххисен шутне лекме ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика