Çакăн пек шухăшпа вĕçлерĕ хăйĕн Вăрнар округĕнчи визитне Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев
Вăрнарти ĕçлĕ çулçÿрев биологилле тасатакан сооруженисен «çул-йĕр карттине» епле пурнăçланине тĕрĕслессипе çыхăнчĕ. Вăл вара тÿреммĕнех юхса тухакан шыв тасалăхне норматива çитерес тĕллевлĕ.
Маларах Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăка хÿтĕлессипе тимлекен прокуратура «Экологи» нацпроект йĕркипе иртекен мероприятисен пурнăçланăвне тĕрĕсленĕ. Вăрнар поселокĕнчи тасатакан сооруженисен юхса тухакан шывсен параметрĕсем проекта тивĕçтерменнине палăртнă. Лаборатори тĕпчевĕ сиенлĕ веществосен концентрацийĕ кирлинчен ытларах пулнине кăтартнă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Декабрь 2025 |
