Ачан прависене хÿтĕлесе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2025, 08:55 Просмотров: 138

Хуçасăр, урамра çапкаланса çÿрекен йытăсем çынсемшĕн хăрушлăх кăларма пултараççĕ. Вĕсем çыртса йывăр амантма та, чир-чĕр ертме те пултараççĕ...

Акă, кăçалхи июльте хамăр тăрăхра та вуннăри хĕрачана йытă тапăннă та ураран çыртса суранлатнă. Çак инкеклĕ ĕç ача-пăча площадкинчех пулса иртнĕ-мĕн. Ачана медицина пулăшăвне вăхăтра кÿнĕ, урнă чиртен вакцина курсне те ирттернĕ.

Çак тĕслĕхпе Вăрнар район прокуратури ачан прависен хÿттине кĕнĕ, мораль сиенĕшĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕнчен компенсаци шыраса илме суда тухнă. Мĕншĕн тесен асăрхавсăр чĕрчунсен тĕрĕслевĕшĕн шăпах та влаç органĕсем яваплă.

Суд прокуратура требованийĕсене тивĕçтернĕ. Ачан çемйин прависене хÿтĕлесе 20 пин тенкĕ шыраса илнĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика