Ÿстерме йышăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2025, 09:01 Просмотров: 141

2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш енре пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 6,8 % ÿсĕ, 16477 тен-кĕпе танлашĕ. Ку пуçарăва республика Правительствин ларăвĕнче пăхса тухса çирĕплетнĕ.

Министрсен Кабинечĕн постановленийĕ тăрăх, уйрăм категорири граждансем валли пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çакăн пек пулĕ: ĕçлекенсен - 17960 тенкĕ, пенсионерсен - 14170 тенкĕ, ачасен - 15938 тенкĕ. Ку кăтарту пособисене тата пенси çумне хушса тÿлекен укçа-тенке витĕм кÿрет. Улшăну социаллă пулăшу илекен 110 пин çынна пырса тивĕ.

Республикăри Ĕç министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулта сахал тупăшлисен шучĕ 19,9 пин çын чакнă е 10,4:. Вăтам ĕç укçи хăпарни тата социаллă контрактсем йĕркелени халăхăн пурнăç шайне ÿстерме май панă. 2027 çул тĕлне социаллă контрактсем валли çулталăкне 1 млрд тенкĕ таран уйăрма палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика