Хурăн сăмахĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.11.2025, 09:13 Просмотров: 127

Хапха умĕнче

Кĕтет халăх сана.

Ял-йыш умĕнче

Пуç таяп эп сире.

Çил-тăвăл тухса

Хуçрĕ вуллăма.

Çÿлти туратсем

Ÿкрĕç хурланса.

Пур халăх тăрса,

Мана ыр сунса

Пил пачĕç чунтан:

- Пурнан эс чĕрĕлсен».

Паян эп чĕрех.

Ман вуллăм çÿлте.

Ик мăшăр хунав

Ыр сунтăр сире.

Юратнă ял-йыш,

Ан вăрçăр нихçан.

Турат хуçăлсан

Сыпаймăр кайран.

Иван ФЕДОРОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика