Вăрçă çулĕсем манăçмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2026, 13:37 Просмотров: 97

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине лайăхах астумастăп, анчах фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăннă хыççăнхи йывăр çулсем халĕ те манăçран тухмаççĕ.

1942 çул пуçламăшĕнче аттене вăрçа илсе кайрĕç. Пиччене 18 çул тултарсан 1943 çулхи май уйăхĕнче фронта ăсатрăмăр.

Ялти вăйпитти арçынсен те çапăçу хирне кайма ят тухсах пычĕ, çавăнпа та Сăр хĕрринче окопсем чавнă çĕрте ытларах хĕрарăмсем ĕçленĕ. Вĕсен йышĕнче манăн анне те пулнă. Ун чух аппа 12 çулта, эпĕ 6-ра, йăмăкăм вара виççĕре кăначчĕ. Тертлĕ, асаплă пулнă вăрçă çулĕсем. Хĕлле пÿртре сивĕччĕ. Кăмака хутма вутă çитместчĕ. Вăл кăна мар, пирĕн çăкăр татăкĕ те пулман. Астăватăп-ха, аппа анне вырăнĕнчехчĕ, кашни кун çĕрулми пĕçерсе çитеретчĕ. Эпир вара лайăх та тутă пурнăç çинчен час-часах ĕмĕтленеттĕмĕр, çавăнпа та тĕлĕкре те тутлă апат-çимĕç тĕлленетчĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика