Иртнĕ ĕмĕрсенче те ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн Акатуй ирттернĕ. Çак уяв питĕ пĕлтерĕшлĕ, ĕç çыннисемпе мăнаçланма йыхравлать, наци йăли-йĕркисене, культурине сыхласа хăварма пулăшать. Акатуя - ĕçе мухтакан, йăласене упракан уява - хальхи саманара та анлăн паллă тăваççĕ. Йăлана пăхăнса производство хастарĕсемпе пĕрлех ытти сферăра тÿрĕ кăмăлпа тимлекенсене те савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем спорт ăмăртăвĕсенче тата ытти конкурсра тупăшаççĕ. Юрă-кĕвĕ шăранать. Акатуя çĕрпе сухапуç уявĕ, ĕçпе юрă, спорт праçникĕ тесе те калани тĕрĕсех.
Кăçал та Акатуй округри культура çурчĕ çумĕнчи кану паркĕнче иртрĕ. Уяв кĕрекине Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем те, аякран килнĕ ентешсем те йышлăн пухăнчĕç. Культура ĕçченĕсем пурне те ăшпиллĕн тата тараватлăн кĕтсе илсе кăмăла çĕклерĕç.
Уяв сĕтелĕсем çулсеренех тулăх вара. Чăваш халăхĕн техĕмлĕ апат-çимĕçĕпе авăнса тăраççĕ. Мĕн кăна çук уявра - кукăль-икерчи, шăрттанĕ, чăкăчĕ, хуплăвĕ, шашлăкĕпе шÿрпи, ĕçмесем. Ырă кăмăллă вăрнарсем пурне те хапăлласах хăналарĕç. Территори пайĕсен администрацийĕсем йĕркеленĕ картишĕсем сумлă хăнасене те илĕртрĕç. Кăçал уява Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç. Акатуйра пулнă кашни çыннах пуян этнокультурăн нумайенлĕхне асăрхарĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Август 2026 |
