Ваттисем каланă тăрăх, ĕлĕк-авал вăрманлă вырăнсене тирпейлесе çаратса, ялсем йĕркелесе ярса çынсем пурăнма пуçланă. Чăнахах, хамăрăн сарай хыçĕнчи капмар юман çине пăхсан вăрмансем пулнах тесе шутлатăн. Хунеçе пурăннă чухнех çапла калатчĕ: «200 çула та çитет пуль, ĕлĕк-авал вăрман пулнă вырăнти ку юман». Унăн диаметрĕ 3 м та 25 см ытла, турачĕсем хуçăлса-тăкăнса пĕтрĕç. Халь туни анчах тăрса юлчĕ, хупăланса тăкăнать. Авалхи йывăçа упрасчĕ.
Тата яваплăха туясчĕ. Урамсенче утса çÿреме чăрмавлă симĕс курăк кĕçех пĕр метра çитет. Çамрăкрах çынсем харпăр хăй тĕлне çулса тирпейлеççĕ-ха. Çакă пĕтĕмпех ялта выльăх-чĕрлĕх сахалрах усранипе пулса пырать.
Астăватăп, ялта ирсерен уя 4 касу тухатчĕ, кашнинче 20-шер ĕнеччĕ е ытларах та, халь ялĕпе те 19 ĕне кăна юлнă. Вăт мĕнлерех пурнăç патне çитрĕмĕр. Пĕр литр сĕте 19 тенкĕпе пуçтараççĕ тенине çынсенчен илтетĕн. «Мĕн усси пур ĕне усрани/» - тесе пăшăрханаççĕ. Юрать, Малтикас Ялтăрара Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ çирĕпленчĕ. Пысăк ферма хулари капмар çурт пекех курăнса ларать. Уйсенче тыр-пул çитĕнет, анчах çырмасенче вăрман ешерме пуçларĕ, ял хушшинче курăк çитĕнет.
Çамрăксем хулана каяççĕ, ял ватăлса пырать. Çуллахи вăхăтра хуларан килнĕ ачасем яла илем кĕртеççĕ, ял пурăнать-ха тесе шутлатăн. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх та манмасть, çителĕклĕ пулăшать. Малашнехи пурнăçра мĕн пулĕ-ши/ Тÿпере мир пултăрччĕ, çынсем çутçанталăкăн таса сывлăшĕпе уççăн сывласа пурăнччăр.
Нина ПАРАМОНОВА
Малтикас Ялтăра
Август 2026 |
