Вĕсем пысăк тухăç паракан çĕнĕ сортсем вĕçĕмех шыраççĕ. Çĕршыври ăслăлăхпа тĕпчев институчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. «Санары» агрофирма çитĕнĕвĕсемпе, отрасльти çĕнĕлĕхсемпе паллашас тĕллевпе Санарпуç ялне çитрĕмĕр. Унăн управляющийĕпе, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Андрей ПЕТРОВПА калаçрăмăр.
Çĕнĕ технологипе
- Андрей Робертович, çураки мĕнле иртрĕ, кĕрхи калчасем мĕнле хĕл каçрĕç/
- Пĕтĕмĕшле лаптăк пирĕн хуçалăхра - 1300 ытла гектар. Кĕрхисене 450 гектар акса хăварнăччĕ. 70 гектар çинчи калчасем лайăх хĕл каçаймарĕç. Çуркунне вăраха тăсăлчĕ, уйсенче шыв тăчĕ. Кăçал çĕр ир пулса çитейменнине кура акма час тухаймарăмăр. Эпир тÿррĕн акмалли технологипе нумай çул ĕçлетпĕр. Çĕре кăпкалатмастпăр, плуг, культиватор, диск çÿретместпĕр. Кĕркунне вырса илетпĕр те уйсем çаплипех юлаççĕ. Çуркунне вара сеялка вăрлăха сухаламасăрах варăнтарать. Ку меслет ресурссене перекетлеме тата ĕç тухăçлăхне ÿстерме май парать. Агрофирма учредителĕ - «Август» предприяти. Вĕсем пире агрокультурăна пăхăнса ĕçлеме хистеççĕ.
- Эсир пĕрмай сортсене çĕнететĕр. Халĕ мĕнлисемпе ĕçлетĕр/
- Рынок мĕн ыйтать, çавна акатпăр. Кĕрхи туллăн «Московская-56», «Московская-82», «Немчиновская-85» сорчĕсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсем Мускаври Немчиновка тĕпчев центрĕнчен илсе килнĕскерсем. «Московская-82» сортпа вăрах ĕçлеместпĕр-ха. Вăл çĕнĕскер, пирĕн патра тухăçлă пулнăран лаптăка çуллен пысăклатса пыратпăр. 90 гектар - урпа, пĕлтĕртен «Памяти Чепелева» сортлине акма тытăнтăмăр. Кăçал та ăна Уралтан илсе килтĕмĕр. Раççейри чылай хуçалăх çак сортпа ĕçлет. Çурхи культурăсенчен 85 гектар - йĕтĕн, 67 гектар вика акрăмăр. Вика сорчĕ унчченхиех - «Спутница», йĕтĕн - «Флиз», Краснодар сорчĕ, люцерна - Уралтан, супер элита репродукци, «Виктория» сорт. Пĕлтĕр те, кăçал та урпан, çурхи туллăн çĕнĕ сорчĕсене илсе килтĕмĕр. Урпа пирки каларăм ĕнтĕ, туллăн «Ульяновская-115 ПР-3», суперэлита «Торридон» сорчĕсене туянтăмăр. Вĕсене 42 гектар çинче акса хăвартăмăр. Пытармастăп: суперэлита «Торридона» хаклă парса илтĕмĕр, кăçал пĕрремĕш хут акрăмăр. Вăл пысăк тухăçпа савăнтарасса шанатпăр.
Пăрçа та лайăх ÿстеретпĕр. Эпир малтан тĕрлĕ сорт акнă. Халĕ Чĕмпĕрти наукăпа тĕпчев институчĕн «Кулон» сорчĕ çинче чарăнтăмăр. Пăрçа аван сутăннăран кăçал та ăна 312 гектар акса хăвартăмăр, çав шутра 100 гектарĕ - ПР-3. Ял çумĕнче те, аякра та акнă эпир ăна. Хими им-çамĕ сапнине пула симĕсскере хутаçланса çитнĕ чухне çиме юрамасть. Халăха кун пирки хаçат урлă та, сайтра та пĕлтеретпĕр.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Алина ИЛЬИНА калаçнă
Август 2026 |
