Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Пĕтĕм Раççейри «Муниципаллă чи лайăх практика» конкурсăн регионти тапхăрне пĕтĕмлет-нĕ. Заявкăсене конкурс комиссийĕ ларура презентациленĕ.
Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртнă. Вĕсен йышне вăрнарсем те кĕнĕ.
«Хула строительствин политики, халăха пурăнма хăтлă хутлăх туса хурасси тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарасси» номинацире халăх шутне кура 1-мĕш категорире Вăрнар хула поселенийĕ 1-мĕш вырăн йышăннă. Ку номинацирех 2-мĕш категорире Калинино ял тăрăхне 3-мĕш вырăн панă.
Конкурсра çĕнтернин усси пысăк. Пĕрремĕш вырăна тухнă муниципаллă пĕрлĕхсене республика бюджетĕнчен хавхалантараççĕ. Кăçала çакăн валли пĕтĕмпе 1,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Çĕнтерÿçĕсене 300-шер пин тенкĕ тивĕçет.
Пĕтĕм Раççейри «Муниципаллă чи лайăх практика» конкурс 2017 çултанпа иртет. Вăл вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕн чи ырă тĕслĕхĕсене сарас тĕллевлĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
