Чăваш енри ГИБДД управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа мотоблоксем хутшăннипе республикăри çулсем çинче 11 авари çырăннă.
Вĕсенче пиллĕкĕн ÿт-пĕвне суранлатнă, пĕр çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Йĕркене пăсни ахаль иртмест – мотоблокпа пынă 52 çынна административлă явап тыттарнă.
Иртнĕ шăматкун, акă, Муркаш районĕнче 38-ти арçын мотоблок управленине çухатнă та ун çинчен ÿкнĕ. Самаях аманнă арçынна больницăна леçнĕ: унăн пуç мими чĕтреннĕ, çурăм шăммин мăй пайĕ хуçăлнă. Шел те, ку ытларикун пулнă инкек тата хăрушăрах. Елчĕк районĕнче «Ниссан – Кашкай» автомашина мотоблок çине кĕрсе кайнă. Мотоблока тытса пынă 40-ри арçын çул çинчех вилсе кайнă.
Çавăнпа та, хăвăрăн тата çывăх çынсен сывлăхĕ хаклине асра тытса, мотоблокпа çав тери тимлĕ усă курмалла. ГИБДД ĕçченĕсем асăрхаттараççĕ: прицеп пулсан та мотоблок транспорт хатĕрĕ шутланмасть, пурте усă куракан çулсем çине вĕсемпе тухма юрамасть. Ку транспорт ял хуçалăх ĕçĕсем валли. Пĕр-пĕр ĕç пурнăçламалли вырăна мотоблока урăх транспорт хатĕрĕпе куçармалла – хăйĕн «уттипе» мар.
Çул-йĕр правилисене уяман мотоблок хуçисене административлă явап тыттараççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
