Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн ушкăнĕ кунсеренех поселокри йĕркелĕх сыхлавĕнче.
Вĕсем саккуна пăсакансене тытса чарма хутшăнни те сайра мар. Июлĕн 14-мĕшĕнче пулнă тĕслĕхе илер. «Хурал уйрăмне «Вурнарский» пайăн дежурнăй чаçĕнчен ориентировка килнĕ. Советски урамĕнчи лавккаран уççăнах тавар вăрланă-мĕн. Киревсĕр ĕçе тума пултарнă арçыннăн уйрăм паллисене те пĕлтернĕ. Çакă ăна хăвăртах тупма пулăшнă. Арçын инçех каяйман: ведомствăна пăхăнман хурал сотрудникĕсем вăрра лавккаран темиçе метрта ярса илнĕ. Вăл – 32-ри арçын, поселокра пурăнаканскер, унччен те судпа айăпланнăскер. Ăна полицин «Вурнарский» пайне илсе килнĕ. Уголовлă ĕç пуçарасси пирки ыйту тăрать», – пĕлтерет Росгвардин Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
