Уй-хир ылтăнне ытарма çук, анчах та тыр-пула кĕлетсене кĕртме кăткăс. Йĕпе-сапаллă çанталăк вырма ĕçĕсене пурнăçлама чăрмантарать. Пĕлтĕр çак вăхăтра 38 комбайн ĕçленĕ-тĕк, халĕ чылай сахалрах – 16.
Уй-хир карапĕсем 4 предприятире – «Санары» агрофирмăра, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Агрохмель» агрофирмăра, Вера Дмитриева фермерăн хуçалăхĕнче – пĕрчĕллĕ культурăсене выраççĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне аграрисем тĕштырăсене 224 гектартан пухса илнĕ, 803 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 36 центнер.
Ыраш уйрăмах «Санары» агрофирмăра ăнса çитĕннĕ. Гектарти тухăçĕ – 47 центнер. Агрофирмăри хастар комбайнерсенчен пĕри – Олег Яковлев. Çулсеренех ĕçлĕ ăмăртусенче çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Кăçал вăл районта чи малтан тырă вырма тухнă.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
