Çĕршыв тăрăх тухĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.08.2019, 16:55 Просмотров: 387

Чăваш енре пурнăçланакан «Культура» наци проекчĕн йĕркипе вара шкул ачисем культурăпа çутĕç программисене хутшăнĕç.

Ку программăсене Раççей Культура министерстви халăх йăли-йĕркисемпе пуянлăхне популяризацилес, çамрăксене çĕршыв культурипе тата историйĕпе кăсăклантарас тĕллевпе йышăннă.

Проект пулăшнипе Чăваш Республикинчи 200-е яхăн вĕренекенĕн ют регионсенче пулма май пулĕ. Ачасем Раççейĕн историлле пĕлтерĕшлĕ хулисене çитсе курĕç. Вăл шутра – Мускава, Санкт-Петербурга, Пятигорска, Пскова, Великий Новгорода тата ытти çĕре те.

Çулçÿревсем октябрьтен тытăнĕç, ноябрь вĕçĕччен пырĕç. Вĕсем тăрăх ачасем презентацисемпе эссесен конкурсне хутшăнĕç, малашнехи маршрутсене палăртма пултарĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика