Вырăнти хăйтытăмлăх органĕнче ĕçлекенсем халăхпа тачă çыхăнса тăрăшнине тĕрлĕ ĕçсем кăтартса параççĕ. Вăл шутра – професси конкурсĕсем те.
Августра, акă, «Вăрнар районĕн чи лайăх муниципаллă служащийĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăна çулсерен муниципаллă служба ят-сумне ÿстерес, муниципаллă управленин мал опытне сарас тĕллевпе ирттереççĕ.
Конкурса пĕтĕмпе 15 çын хутшăннă. «Вăрнар районĕн чи лайăх муниципаллă служащийĕ» номинаци çĕнтерÿçи – район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ольга Семенова. Призерĕсем – ЗАГС пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Марина Тихонова тата ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Надежда Никифорова.
«Ял-хула поселенийĕн чи лайăх муниципаллă служащийĕ» номинацире Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ Надежда Никишова çĕнтернĕ. Çавăн пекех ку ушкăнра Уйкас Кипекри ял тата Вăрнар хула поселенийĕсенче тăрăшакансен Надежда Шоркинан тата Вячеслав Петровăн ĕçĕсене те пысăк хак панă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
