Хăюллă шухăшсен тупăшăвĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:06 Просмотров: 387

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче «Ландшафт дизайнĕ» енĕпе хевтесĕр çамрăксем хушшинче професси ăсталăхĕн «Абилимпикс» республика чемпионачĕ иртнĕ.

Конкурс унта хутшăнакансен илеме курас-тăвас пултарулăхĕ пысăк пулнине кăтартса панă. Вĕсем хăйсен хăюллă шухăшĕсене палăртнă лаптăксенче кăтартнă. Çамрăксене волонтерсем пулăшнă. Чемпионата кашниех онлайн-трансляципе пăхма пултарнă.

Чемпионата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн «Сад ăсти» специальноçне вĕренекен пилĕк студент та хутшăннă. 2-мĕш курсри Татьяна Семенова «Абилимпикс» конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Халĕ ун район чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме тивет.

«Абилимпикс» чемпионат çак кун Калининăри шкул-интернатра та пулнă. Унта çамрăксем «Атă-пушмак ăсти» направленипе тупăшнă.

Професси ăсталăхĕн 5-мĕш наци чемпионачĕ – «Раççей – майсем уçакан çĕршыв» платформăн проекчĕсенчен пĕри. Вăл ахаль конкурс çеç мар, уйрăм категорири çынсене хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал пулнине çирĕплетме май паракан меслет те.

Шкул ачисем, студентсем, специалистсем вунвиçĕ компетенцире хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Вăл пĕтĕмпе 250 ытла çынна пĕрлештернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика