Çĕнĕ сезон пуçланчĕ, çапла майпа пире умра тĕрлĕ фестиваль-конкурссем татах кĕтеççĕ, терĕ «САЛАМ» ушкăн ертÿçи Алина Евдокимова.
Анчахрах вĕсем Кировран Пĕтĕм Раççейри купăсçăсен, халăх искусствипе творчествин «Вятские-хватские» фестиваль-конкурсĕн суйлавлă турĕнчен таврăннă. Унта «САЛАМ» ушкăн тулли мар йышĕпе – Алина Евдокимова, Светлана Мальцева, Галина Егорова, Анна Васильева – хутшăннă.
Çĕнĕ Вятка районĕн йышĕнче Вăрнар артисчĕсем «Росток» тата «Береза» юрăсене шăрантарнă. Сумлă жюри вĕсен номерĕсене ансамбльсем хушшинче чи лайăххи тесе палăртнă, I степеньлĕ дипломпа чысланă.
– Фестиваль-конкурс йĕркелÿçи, композитор, поэт-юрăç Игорь Русских ноябрьте Кировра фестивалĕн гала-концерчĕ иртессине пĕлтерчĕ. Унта хутшăнма лайăххисенчен чи лайăххисене суйласа илĕç. Çак списока пире те кĕртессе шанатпăр, – терĕ Алина Евдокимова.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
