Вĕрентÿллĕ вăйăпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019, 11:23 Просмотров: 642

Районти культура çурчĕн артисчĕсем ыркăмăллăх акцийĕпе час-часах ачасене савăнтараççĕ.

Уйрăмах вĕсене шефа илнĕ Калининăри шкул-интернатра вĕренекенсем хытă кĕтеççĕ. Хальхинче культура ĕçченĕсем вĕсем патне «Ачасем Аленкăна пахчаçимĕç пуçтарма пулăшни» театрализациленĕ программăпа çитнĕ. Кĕçĕннисене кăсăклантарас тесе ăна вăйăлла конкурс евĕр йĕркеленĕ. Аленка ролĕнче – Марина Самарова, Катемпие Татьяна Пугачева вылянă. Курьерсем вырăнĕнче – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Настя Барская тата Вера Сорокина. Сасă режиссерĕ – Александр Васильев, художник-оформителĕ – Виктор Попов.

Программа валли артистсем тĕрлĕ реквизитсем хатĕрленĕ. Картон-кăмпасем кăна 50 штук.

Паллах, чи кирли – культура ĕçченĕсем вăйă-кулă урлă ачасене ĕçе юратма, ырăлăха, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентни. Ку программăпа вĕсем çавăн пекех районти культура çуртĕнче, Ярмушкара тата Кÿстÿмĕрте пулнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика