Конкурссенче палăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2019, 10:11 Просмотров: 1345

Шупашкарта ача-пăча творчествин Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх проспекчĕ» конкурс-фестивалĕ иртнĕ.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем унта çитĕнÿсем тума пултарнă. «Deffчонки» вокал ансамблĕ 3-мĕш вырăн йышăннă. Тимофей Михайлов – 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене! Преподавателĕ – Елена Алексеевна Сухарева.

Нумаях пулмасть тĕп хуламăрта çавăн пекех аслă ÿсĕмри çынсен творчествине «Çирĕп пирĕн çунатсем» фестиваль-конкурсра хакланă. Ăна Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне тата Раççей пенсионерĕсен союзне туса хунăранпа 25 çул çитнине халалланă.

«Вокал» номинацире районти культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен «Вăрнар ен» халăх хорĕ I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Ку номинацирех Иван Чугунниковăн, Галина Емельянован тата Зоя Белякован пултарулăхне чи пысăк хак панă.

Фольклор ансамблĕсен йышĕнче Хурăнсур Çармăсри пултарулăх ушкăнĕн хастарĕ Геннадий Александров 3-мĕш вырăн йышăннă. Ярмушкари культура çурчĕн артисчĕ Венямин Родионов «Ташă ансамблĕ» номинацире II степеньлĕ дипломăн лауреачĕ пулса тăнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика