Раççей халăхĕ – пĕр çемье

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:35 Просмотров: 1542

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш енре VI «Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи» наци культурисен фестивалĕ старт илет.

Уява тĕрлĕ наци çыннисене, тĕрлĕ тĕн йĕркине пăхăнса пурăнакансене йыхравлаççĕ. Хăнасем Чăваш енри Халăхсен туслăхĕн çурчĕн ĕçĕ-хĕлне кăтартакан фотокуравпа, халăх ăстисен ĕçĕсемпе, студентсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнер-графика факультечĕн 60 çулхи юбилейне, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă экспозицийĕсемпе паллашма пултарĕç. Шупашкарти, районсенчи, Чăваш енри наци культура пĕрлĕхĕсен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç.

Сăмах май, фестивале пуçласа 2013 çулта йĕркеленĕ. Ун чухне уява пĕр пин ытла çын хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика