Цифра эфирĕнче – Наци телевиденийĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2019, 09:14 Просмотров: 692

Цифра телевиденийĕн тÿлевсĕр пакетне кĕрекен Раççей Обществăлла телевиденийĕпе ноябрĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса регионти телеканалсен информаци кăларăмĕсене курма май пулĕ.

Пирĕн республикăра 21-мĕш кнопка – Чăваш ен Наци телевиденийĕн. Унччен ку канал кабель сечĕсемпе тата спутник платформисемпе кăна кăтартнă пулсан, малашне – цифра эфирĕпе те. Обществăлла телевидени эфирне Наци телевиденийĕ кунне икĕ хутчен – ирхине 6–7 сехетсенче тата каçхине 18–19 сехетсенче – кĕрĕ. Тĕпрен илсен, эфирта республикăн обществăлла, культура, политика пурнăçне çутатакан программăсем пулĕç. Проекта пурнăçа кĕртнĕ май РТРС филиалĕн специалисчĕсем ноябрĕн 21–22-мĕшĕсенче цифра сетĕнче техника ĕçĕсене ирттернĕ. Сигнал параметрĕсен улшăнăвне кура приставкăсен хăшпĕр моделĕсенче настройкăсем çухалма пултарнă. Кун пек чухне куракансен телеканалсен перенастройкине кăна пурнăçламалла. Пулăшу кирлĕ-тĕк, «вĕри линин» 8-800-220-2002 номерĕпе шăнкăравламалла.

Наци телевиденийĕ цифра эфирне тухни тăван тăрăхри хыпарсемпе, хисеплĕ ентешсен пурнăçĕпе ытларах паллашма пысăк майсем туса парĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика