Чăваш ен чысне хÿтĕлесе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2020, 15:25 Просмотров: 302

Вăрнар йĕлтĕрçисем Чăваш Республикин чысне хÿтĕлесе Ижевскра иртнĕ сумлă ăмăртăва хутшăннă.

Шкул ачисен спартакиади йĕркипе Атăл тăрăхĕнчи округри йĕлтĕр чупăвĕ пилĕк куна тăсăлнă. Вăрнарсем – Анастасия Тикинева, Валентина Тикинева, Роман Михайлов – унта Чăваш Республикин йĕлтĕр спорчĕн тĕп тренерĕ Юрий Александрович Тикинев ертсе пынипе тупăшнă.

Кĕске дистанцире Хапăс шкулĕнче вĕренекен Анастасия Тикинева 4-мĕш вырăн йышăннă çеç мар, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă тата шкул ачисен Раççейри спартакиадине хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика