Отчетлă пухура

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:30 Просмотров: 312

Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра отчет пухăвĕ иртнĕ, пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Кооператив членĕсем умĕнче хуçалăх ертÿçи Валерий Шумилов тухса калаçнă. Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ĕçченĕсем 2019 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ.

Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 850 гектар çитĕнтернĕ, тухăçĕ – 45,2 ц. Апат бази çирĕп пулнăран сĕт туса илессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 894 пуç, çав шутра – 300 ĕне. Кооперативра пĕлтĕр 18773 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне вăтам сăвăм 6258 килогрампа танлашнă.

Çавалкассен тăрăшулăхне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов хакланă.

Çавалкас ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ ĕç çыннисене концерт кăтартса савăнăçлă кăмăл-туйăм парнеленĕ.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика